Бутан (патшалăх)
Бутан патшалăхĕ (дзонг-кэ: འབྲུག་ཡུལ) итлеме ) — Гималайри патшалăх, Индипе Китай хушшинче вырнаçнă, тĕп хули — Тхимпху (Друк Юл е Друк Ценден) — «вĕриçĕлен-аçа çершывĕ».
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хуçалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Археологи тĕпчев хыпарĕсем Бутан çĕрĕ вырăнĕнче çын пирĕн эрăччен 2000 çултах пурăннине пĕлтереççĕ, çыруллă çирĕплетӳсем çук пекех. Çĕршыв кун-çулĕ татăклă çеç уçă, мĕншĕн тесен 1827 çулта Бутанăн çав тапхăрти тĕп хулинчи —Пунакха — пысăк библиотека кăвайта кĕрет. Истори пулăмĕсем халь чăнлавсенче пурăнаççĕ. Будда тĕнĕ Бутанра II ĕмĕрте вăйа кĕнĕ пулас. Чăнлавсене вуласан çакă палла пулать: Тибетăн патши — Сонгцен Гампо (627—649) çĕршыв территоринче икĕ мăнастăрь (Кийчу Лакханг Парора тата Джамбей Лакханг Бумтангра) туса лартать, вĕсем халиччен те упраллă, тĕне кĕнĕ çын йĕрри вĕсем патнелле татăлмасть.
Административлă пайĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Бутан тăватă тăрăхран (дзонгдай) тытăнса тăрать, дзонгай районсене пайланать.
Бутан районĕсем (дзонг-кэг). |
---|
Бумтанг | Чукха | Дагана | Гаса | Хаа | Лхунтсе | Монгар | Паро | Пемагатшел | Пунакха | [[Сандруп Джонкар | Самтсе | Сарпанг | Тхимпху | Ташиганг | Ташиянгтсе | Тонгса | Тсиранг | Вангди Пходранг | Чжемганг | |
Халăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чĕлхе
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Бутанăн патшалăх чĕлхи — дзонг-кэ, Тибет чĕлхине çывăх, тибет шрифчĕпе усă кураççĕ.
Тĕн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тибетри будда тĕнĕн Друкпа Кагью шкулĕ çĕршывăн 70% халăхне официаллă тĕн пекех, тытса тăрать. Бутанра çаплах Ньингма будда шкулĕ тата Бон тĕнĕ саралнă, ытларах çĕршывăн тухăç пайĕнче. Çĕршывăн кăнтăрĕнче индуизма (25% халăх), 5% бутансем ислама ĕненеççĕ.
Этеплĕх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Масс медиа
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2006 çулчен çĕршывра пĕртен-пĕр ертӳçлĕх хаçачĕ — Kuensel — тухса тăнă. Куенсел эрнере икĕ хутчен 3 официаллă чĕлхепе: дзонг-кэ, акăлчан тата непали тухса тăрать. Хаçатăн тетел версине вулама пулать ([1]). 2006 çулхи акара патшалăх çĕршывра пĕрремĕш харпăр хаçата (Bhutan Times) пичетлеме ирĕк парать. 2008 çулхи юпа, 30 çĕршыври пĕрремĕш кашни кунхи хаçат — Bhutan Today — çутта тухать.
1973 çулта кĕске хум çинче радиокалаçăвне Бутан калаçăв хĕсметне (Bhutan Broadcasting Service) ĕçе кĕртеççĕ. Тĕп хулара FM-частотасенче итлеме пулать. Бутанра планетăра чи юлашки çĕршывра инçекурава хута яраççĕ (çак 1999 çулта тапранчĕ). Часах кабель инçекуравĕ те ĕç-пуçланчĕ, унчен бутансем харпăр видеозалсене çеç çӳренĕ пулнă.
Бутанра 15000 яхăн тетелпе усă куракан, 33729 телефон абоненчĕ (2003 çулхи официаллă хыпарсем) тата мобил çыхăну 23000 абоненчĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мишель Пессель. Путешествие в Мустанг и Бутан. Вильнюс Вага 1982.
- Правовые системы стран мира. Энциклопеди хыпар кĕнеки. А.Я. Сухарев ред.. М., НОРМА, 2003. Статья «Бутан». С. 126-128.
- Gisela Bonn. Bhutan. Kunst und Kultur in Reich der Drachen. DuMont Kunst Reiseführer. DuMont, Köln, 1988
- Aris M. Bhutan. The early History of a Himalaya Kingdom, Washington 1979
- Aris M. View of Medieval Bhutan. The diary and drawing of Samuel Davis 1783. London/Washington 1982
- Stan Armington, Bhutan. Lonely Planet travel guide.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бутан ертӳлĕхĕн порталĕ 2005 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- Бутан-1995: очерксем
- Бутан-2002: фотоӳкерчĕксем 2008 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Паттерсон 2006 çулта Бутанра пулни
- Бутанри çулçӳревлĕх
Кантăр Ази патшалăхĕсем |
|
---|---|
Азири патшалăхсем |
|
---|---|
Азербайджан • Афганистан • Бангладеш • Бахрейн • Бруней • Бутан • Тухăç Тимор • Вьетнам • Грузи • Египет¹ • Иорданăн Анăç Çыранĕ • Израиль • Инди • Индонези • Иордани • Ирак • Иран • Йемен • Казахстан² • Камбоджа • Катар • Кипр • Кăркăсстан • Китай • КХДР • Кувейт • Лаос • Ливан • Малайзи • Мальдивсем • Монголи • Мьянма • Непал • ПАЭ • Оман • Пакистан • Раççей Федерацийĕ² • Сауд Аравийĕ • Газа Секторĕ • Сингапур • Сири • Таджикистан • Таиланд • Тайвань • Туркмени • Турци² • Ӳспекстан • Филиппин • Шри-Ланка • Кăнтăр Корей • Эрмени • Япони ¹ Ытларах енĕпе Африкăра вырнаçнă ² пĕчĕк пайĕ çавăн пекех Европăра вырнаçнă |