Фаулз Джон
Джон Роберт Фаулз (акăл. John Robert Fowles), — паллă британи çыравçи. 1926 çулхи пуш уйăхĕн 31 Эссекс графствинчи Ли-он-Си хулинче çуралнă. 2005 çулхи чӳк уйăхĕн 5 чирленĕ хыççăн Лайм Реджисра вырнаçнă хăйĕн пӳртĕнче вилнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Бедфордри шкулта вĕреннĕ. Вĕреннĕ чухне хăйне пултаруллă вĕрентекен, тата спортсмен пек кăтартнă. Икĕ çул тинĕс пехотинче хĕсметре тăнă хыççăн Оксфорд университетне вĕренме кĕнĕ. 1950 çулта «франци литератури» специальностьпе вĕренсе тухса гуманитари ăслăлăхсен бакалавр степеньне илнĕ. Малалли 10 çул хушши Францире, Грецире, Лондонри тата унăн тавралăхри вĕренӳ учрежденийĕсенче акăлчан чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Джон Фаулз 40 çыл ытла литературăра пикенсе ĕçленĕ. Унăн паллă романсем "Коллекционер", "Волхв", "Ăман", калавсен пуххи "Хура ывăçран тунă башня". Вĕсене нумай чĕлхе çине куçарнă. Пĕтĕм вăйран литературăна пикенме вăл 1963 çултанпа çеç пултарнă. Ку вăхăтра унăн паллă "Коллекционер" ĕçĕ пичĕтленсе тухнă.
1969 çулта "Француз лейтенанчĕн хĕрарăмĕ" рамана пичĕтленĕ хыççăн Джон Фаулз ячĕ тĕнчипе паллă пулса тăнă. Кайрантарах роман тăрăх çăвăн ятлах кинокартина ӳкернĕ. Картинăра тĕп рольсенче Мерил Стрип тата Джереми Айронсом вылянă. 1981 çулта вăл картина Оскар премиĕнче палăртнă.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Фаулз Джон Максим Мошков вулавăшĕнче
- Фаулз сайчĕ Рунетре
- Статья в энциклопедии «Кругосвет» 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Некролог Фаулза в Рунете 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Сайт, посвященный жизни и творчеству Фаулза(акăлч.)
- Александр Изотов: Джон Фаулз и российская идентичность
- %D0%94%D0%B6%D0%BE%D0%BD Фаулз(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче